Японири çĕр чĕтренĕвĕ кӳнĕ инкек-синкек.
«Фукусима-1» АЭСĕн хăрушлăх шайĕ Чернобыльти авари патнелле çитнĕрен ЕП шухăшĕпе тепĕр темиçе сехетрен Япунире апокалипсис пуçланмалла.
Европарламент умĕнче энергетика еврокомиссарĕ Гюнтер Оттингер сăмахне ĕненес пулсан, япунсен «Фукусима-1» АЭСĕ тĕрĕслев тытăмĕнчен тухса ӳкнĕ - кун пирки Reuters пĕлтерет.
Еврокомиссар шухăшĕпе, темиçе сехетрен Японири лару-тăру пысăк катастрофăна куçасси патне çитнĕ — утравра пурăнакансен пурнăçĕ хăрушлăха ӳкме пултарать. АЭС системинчи сивĕтмĕш хатĕрĕсем юрăхсăра тухнăран Гюнтер Оттингер хăйĕн сăмахĕнче «эпир халĕ катастрофăпа питĕ пысăк катастрофа хушшинче тăратпăр» тесе пĕлтерчĕ. Çавăн пекех вăл Япунири лару-тăру пирки информаци сахал пулни çинчен ӳпкелешрĕ.
Раççей патшалăхĕн Росатом корпараци пуçлăхĕ Сергей Кириенко шухăшĕпе Японири кризис чи япăх сценари еннелле куçни пирки палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе, Раççейĕн Инçет Тухăçĕнче пурăнакансемшĕн хăрушлăх халлĕхе çук-ха.
Ку пăтармах чылай патшалăха хăйĕн атом энергетикин программине çĕнĕрен пăхса тухма хистенĕ. Китай влаçĕсем, тĕслĕхрен, çĕнĕ атомлă электростанцисене никĕслеме чарнă. Хальхи вăхăтра усă куракан тата çĕнĕрен хăпартакан АЭС-сене те анлăн тĕрĕслеме пуçланă. Германи правительстви çав шутрах 1980-мĕш çулччен хăпартнă 7 атомлă электростанци ĕçне чарса лартнă. Венесуэла президенчĕ Уго Чавес вара çĕршывра АЭС тума чарнă