Wn/cv/Чун тасалăхне упрама пулăшайĕ-ши?

< Wn‎ | cv
Wn > cv > Чун тасалăхне упрама пулăшайĕ-ши?

Çамрăка мул париччен ăс памалла, чунне пуянлатма тăрăшмалла. Пурнăçра кăмăл-сипетлĕ хе мар, укçана мала хурасси сарăлса пынă чух çак чăнлăх лайăхрах та сисĕнет пек. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен шкулсенче “тĕнпе кăмăл-сипет воспитанийĕ” предмета кĕртме палăртни те ытахальтен тунă утăм мар-тăр. (Вĕренекенсем хăйсен кăмăлĕпе е йăлана кĕнĕ пĕр-пĕр тĕн (православи, ислам, буддизм, иудаизм) историйĕпе, культурипе паллашĕç, е тĕнчери тĕнсен историне тишкерĕç. Халăх хушшинчи этика никĕсĕсене пĕлме тăрăшакансем те пулĕç). Çак çĕнĕлĕх, тĕнпе кăмăл-сипет никĕсĕсене вĕрентни çамрăксене ырăлăх, çутăлăх еннелле туртăнма, чун тасалăхне упраса хăварма пулăшайĕ-ши?